Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкулта Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен уявӗ умӗн шкулти тӗрлӗ кружокри вӗренекенсем ҫемьене халалласа «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» ятлӑ уяв ирттерчӗҫ.

Шкулти «Шанчӑк» фольлор ушкӑнӗ Н.В. Серебрякова ертсе пынипе «Тух-ха, Ванюк, урама», юрӑпа пухӑннисене уява чӗнчӗ. Улаха килнӗ аннесемпе асаннесем ку ансамбль юррисене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. «Юнисс» таврапӗлӳ кружокне ҫӳрекенсем Т.Н. Андреева ертсе пынипе пухӑннисене музейри экспонатсемпе паллаштарчӗҫ: уйран ҫӳпҫипе тата кӗнчелеҫҫи ҫинчен каласа пачӗҫ. Чылай ҫамрӑк юлашки вӑхӑтра кӗнчеле арлама пултараймасть, хӑнасем ҫӑм арласа кӑтартрӗҫ. Шкулта «Телемикс» телевидени (ертӳҫи — Г.В. Мурзина) ҫемье ҫинчен фильм кӑтартрӗ. Атликасси ялӗнче клуб ертӳҫи пулса 30 ҫул ытла тӑрӑшнӑ Лидия Ивановна Матвеева ҫемье ӑшши ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 7 ача амӑшӗ Рыбакова Раиса Венедиктовна «Сӑр ен» ансамбле хаваспах хутшӑнать, вӑл крючокпа ҫыхас ӑсталӑхпа паллаштарчӗ, хитре юрӑ шӑрантарчӗ.

Ҫемьере килӗшӳ пулсан ҫемье телейлӗ, ҫӗр ҫине кашни этем телей курма ҫуралать, пурне те ҫемье ӑшшине туйса ҫитӗнме пил парса пухӑннисем пурте пӗрле «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» юрӑпа уява вӗҫлерӗҫ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Ӗҫлеме чӑваш арӗ-арӑмӗ ют региона ҫӳренине пӗлетпӗр-ха. Каҫал енче те инҫете тухса каяҫҫӗ.

Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр кашни ҫулах ӗҫсӗр ҫынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаҫӗсене ӑсатни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Акӑ, паянхи кун асӑннӑ центр урлӑ кӑна Мускав облаҫӗнче Комсмольски тӑрӑхӗнчи 4 ҫын ӗҫлет.

2014 ҫулта пӗтӗмпе 15 ҫынна республика тулашӗнче ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ иккен. Пуш уйӑхӗнче Чулхула облаҫӗнчи «Монтаж-энерго», Воронеж облаҫӗнчи «Красинское», Тула облаҫӗнчи «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑсене рабочисене ӗҫлеме ӑсатӗҫ. Ҫывӑх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаҫне кайма кӑмӑл пуррисене ярассине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫ килӗшӗвне пӗр уйӑхран кая мар вӑхӑта ҫирӗплетмеллине пӗлтереҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ.

Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче «Чӑн-чӑн паттӑрсем — 2014» шоу-программа иртнӗ.

Унта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене ҫӳрекен 11 арҫын ача хутшӑннӑ. Конкурс тӑватӑ пайран тӑнӑ. Пӗрремӗшӗнче пӗчӗкскерсем хӑйсем тата хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ, чун киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Пӑхаттир вӑйӗ» тата «Тутлӑскер» конкурсра та пӗчӗк каччӑсем маттур пулнӑ. «Килти ӗҫ» тенинче ачасене пултарулӑха кӑтарттарнӑ. «Чӑн-чӑн пӑхаттир» ята Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Артем Хвостов тивӗҫнӗ. Ыттисене те кӳрентерес темен — номинант ятпа хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (16)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи фермер ӗҫӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракан фермер симӗс сухана шывра ӳстерет. Ку технологие анӑҫри ҫӗршывсенчи ҫӗр ӗҫченӗсем усӑ кураҫҫӗ.

Кун пек мел пирки Михаил Михайлов фермер тӗнче тетелӗнче вуласа пӗлнӗ. Фермер хуҫалӑхне аталантарма вӑл патшалӑх паракан пулӑшупа усӑ курнӑ — грант выляса илнӗ. Укҫапа икӗ хутлӑ производство базине теплицӑпа пӗрле туса лартнӑ. Хальлӗхе унӑн теплици 175 тӑваткал метр йышӑнать. Фермер сӑнанӑ тӑрӑх, 45 сантиметртан вӑрӑм мар симӗс сухана халӑх уйрӑмах юратса туянать. Тӑкаксене саплаштарма ҫулталӑкра 3 тонна ӳстермелле. Фермер ун чухлӗ туса илме пуҫласса шанса ӗҫлет.

 

Ял пурнӑҫӗ Тӗлпулури самант
Тӗлпулури самант

Кирек мӗнле вӑрҫӑ та халӑх чӗринче ӳт илеймен суран хӑварать. Вӑрҫӑ вӑрҫах: пӗрисем ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлаҫҫӗ, теприсем, тӑван тӑрӑха сывӑ-чӗрӗ е аманса таврӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫисем кӗрлерӗҫ. Вӗсенче мӗн чухлӗ салтак пурнӑҫӗ татӑлмарӗ-ши? Вӑрҫӑ пирки калаҫма йывӑр, анчах ун пирки манма пирӗн тивӗҫӗм ҫук.

Кӑҫал нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Афганистанран Совет ҫарӗсене тӗппипех илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Унти ҫапӑҫусем интернационалист салтаксен асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Чечня вӑрҫи те чылай ҫамрӑкӑн пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татнӑ. Хӑрушӑ ҫак вӑрҫӑсем салтак амӑшӗсен ҫӳҫне вӑхӑтҫӑр шуратнӑ.

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май республикӑри кашни ял-хуларах тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Акӑ Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнчи Культура центрӗнче уяв каҫӗ ирттернӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, Афганистан тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ интернационалист салтаксемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Уява Шӑмӑршӑ район администрацийӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, республикӑри интернационалист салтаксен пӗрлӗхӗн районти организацин председателӗ Геннадий Ельцов, Васан, Ярӑслав, Кивӗ Шӑмӑршӑ ялӗсенчи интернационалист салтаксем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял халахӗ хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнарта ветерансемпе пенсионерсен районти канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Ветерансемпе тӗл пулни ҫирӗп экзамен витӗр тухнӑнах», — тесе ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче курнӑҫу пирки хыпарланинче.

Чӑн та, аслӑ ҫулхисем чылай чухне чӗрӗ, тем пирки те уҫҫӑн калама хатӗр. Хальхинче вӗсем район центрӗнчи Илларионов урамӗнче мунча ӗҫлеттермелли, тротуарсене юсамалли, вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пасарта вырӑн уйӑрмалли пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн халӑхпа уҫҫӑнрах пулмаллине те асилтернӗ вӗсем. Кунсӑр пуҫне ватӑсем поселокӑн ҫурҫӗр енче хӑпаракан микрорайонӗнче стадион тата пӑр катокӗ кирлине палӑртнӑ иккен.

 

Ял пурнӑҫӗ

Лавккасем халӗ унта та кунта ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗрех ӳссе лараҫҫӗ. Тепӗр тесен лайӑх-ха ӗнтӗ: пӗр ҫӗрте килӗшмесен тепӗр вырӑнта туянма пулать.

Ҫывӑх вӑхӑтра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗршенерте лавкка туса лартӗҫ. Район администрацийӗ ҫӗре сутма аукцион ирттернине хыпарлать. 50 тӑваткал метр лаптӑка туянас шухӑшлисем виҫҫӗн тупӑннӑ иккен. Ҫӗрӗн малтанхи хакне 43 пин те 600 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта уншӑн Р.В. Иванова ятлӑ хӗрарӑм пек сӗнекен пулман. Вӑл ӑна пуринчен хаклӑрахпа, 63 пин те 220 тенкӗпе, туянма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара ҫӗре райадминистраци ӑна сутса янӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗнчи ача пахчинче пӗчӗккисем валли паян тепӗр ушкӑнлӑх вырӑн уҫӑлнӑ. Ӑна валли республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана ушкӑн валли пӳлӗме юсаса ҫӗнетме, сӗтел-пукан туянма янӑ. Ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ ушкӑна 20 ача хӑйӗн хаваслӑ сассипе тултарӗ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма районти тӗрлӗ пуҫлӑх тата Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ таранах пырса ҫитнӗ. Тӳресене ача пахчин ертӳҫи Е.Г. Георгиева тем пек тав тунӑ. Ун пек мероприятисенче ашшӗ-амӑшне те сӑмах параҫҫӗ те, караклӑсем те ыттисенчен уйрӑлса тӑрас темен: М.В. Шавгеева ятлӑ амӑшӗ строительсене, район администрацине ырланӑ-мухтанӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ватӑсене 90 е ытларах ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президенчӗ ячӗпе саламлассине лайӑх йӗркеленӗ. Юбилярсене Кремльти ҫырӑва ҫитерсе парас тӗлӗшпе ытларах чухне район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Вера Ярабаева, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсем ҫитеҫҫӗ. Ватӑсен пурнӑҫӗпе интересленеҫҫӗ, уявпа саламласа асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ.

Ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ ятпа янӑ Владимр Путинӑн саламне Хурапыр ялӗнче пурӑнакан Анастасия Горланова патне ҫитернӗ, Калкасси ялӗнче пурӑнакан Анна Максимовна Ярадаева вара хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Арайкассинче пурӑнакан Елена Ильинична Росскова та 90 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламлӑ Ҫыру илнӗ.

Салама район администраци пуҫлӑхӗ, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ тата Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ерофеева ҫитерсе юбиляра саламланӑ. Елена Росскова хальхи вӑхӑтра ывӑлӗпе, кинӗпе килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсене пӑхма пулӑшнӑ, ачисемпе мӑнукӗсем ӑна манмаҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, [64], 65, 66, 67
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.06.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ҫӗртме, 23

1960
64
Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ.
1983
41
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи